Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Августӑн , 12:35

Раççейре 5 млн ытла çын «Госуслуги.Дом» мобильллĕ хушăмпа усă кураççĕ

Хальхи вăхăтра Раççейри Строительство министерстви РФ Цифра министерствипе пĕрле пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсене пĕр мобильлĕ платформа çинче, пĕр чÿречере, татса памалли системăна аталантарассипе тухăçлă ĕçлеççĕ. Çакна «Госуслуги. Дом» хушăм (приложении) урлă йĕркелеме палăртнă.

Раççейре 5 млн ытла çын «Госуслуги.Дом» мобильллĕ хушăмпа усă кураççĕ
Раççейре 5 млн ытла çын «Госуслуги.Дом» мобильллĕ хушăмпа усă кураççĕ

Паянхи кун тĕлне асăннă хушăмпа усă куракансен шучĕ çершывра 5 млн çынран та иртнĕ. Пушкăртстанра вĕсем 150 пине çитнĕ.

Çак сервис урлă кил-çурт тата хваттер хуçисем çак ĕçсене тума пултараççĕ:

- счетчиксен кăтартăвĕсене кирлĕ çĕре ярса пама;

- пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу панă ĕçсемшĕн комиссисĕр тÿлеме;

- онлайн мелĕпе хăв пурăнакан çуртăн пухăвне хутшăнма;

- юсав ĕçĕсен графикĕпе тата организаци управляющийĕн отчечĕпе паллашма май пур.

-  Хушăмăн тĕп тĕллевĕ граждансем хăйсем пурăнакан çуртри улшăнусене (пĕр-пĕр ĕç тăвасси) пĕр чÿрече урлă хăвăрт та çамăл пурнăçа кĕртесси пулса тăрать. Çак сервиспа усă куракансем, нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем, управляющи компанинчен подъездри çитменлĕхсемпе кăлтăксене пĕтерме ыйтма, шыв тата электроэнерги мĕнле тăкакланине сăнаса тăма пултараççĕ, çын вăрахлăха ăçта та пулсан кайсан коммуналлă тÿлевсен срокне ирттерсе ямĕ, -  тенĕ ПР пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Ирина Голованова.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: