Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Августӑн , 12:05

Вырăс писателĕсен союзĕ Борис Васильев медальне çирĕплетнĕ

Мускав облаçĕнчи Солнечногорск хулинче нумаях пулмасть вырăссен паллă писателĕ Борис Васильев 100 çул тултарнине паллă турĕç. Борис Львович юратнă мăшăрĕпе тата ăна мĕнпур ĕçре пулăшакан Зоря Альбертовнăпа çак хулара 40 çула яхăн пурăннă.

Вырăс писателĕсен союзĕ  Борис Васильев медальне çирĕплетнĕ
Вырăс писателĕсен союзĕ Борис Васильев медальне çирĕплетнĕ

Борис Васильевăн «А зори здесь тихие», «Не стреляйте в белых лебедей» вилĕмсĕр произведенийĕсем Раççейре пурăнакансен чĕрисене çеç мар, союзлă республикăсенче тымар янисене те хайлавсенчи сăнарсен паттăрлăхĕпе, хăйсене шеллемесĕр тӑшмана хирĕç юлашки юн тумламĕ тăкăниччен кĕрешме хатĕр пулнипе тыткăна илнĕ. Вăл çырнă йĕркесем вулакансене хăйсен çывăх çыннисене, Тăван çĕршыва юратма вĕрентеççĕ.
Нумаях пулмасть X Пĕтĕм Раççейри Васильев вулавĕсем иртрĕç. Мероприяти Раççей Федерацинчи, Беларусинчи тата Китайри 24 субъектран пĕр пин ытла çынна пĕрлештерчĕ. Унта Вырăс писателĕсен союзĕн председателĕ (Мускав хули), «Культурăри тата ÿнерти ĕçсемшĕн» медаль кавалерĕ, СССР тата Мускаври Писательсен союзĕн пайташĕ Анатолий Аринин хастар хутшăнчĕ. Вăл ертсе пынипе Вырăс писателĕсен союзĕ «Пĕтĕм Раççейри Васильев вулавĕсем» ятпа кĕнекесем пичетлесе кăларчĕ. Шăпах вĕсене церемони вăхăтĕнче парне туса пачĕç.
Çавăн пекех Вырăс писателĕсен союзĕ Пĕтĕм Раççейри Васильев вулавĕсен йĕркелÿçисемпе пĕрле Борис Васильев ячĕллĕ медаль пуçаруçисем пулса тăчĕç. Çакна çыравçăн ывăлĕ Петр Васильев та ырларĕ. Союз правленийĕ йышăннипе асăннă медале вырăс культурипе литературине, культурăпа ÿнер шайĕнче патриотизм туйăмне тата кăмăл-сипете, хальхи фронт литературине – «лейтенант прозипе» «лейтенант поэзине» – аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă, çавăн пекех Б.Л. Васильевăн культура еткерне упраса хăварас тата аталантарас енĕпе тăрăшакан çынсене парĕç.
Çапла асăннă медальпе РФ Президент администрацийĕн экс-пуçлăхне (1993-1996 çулсенче), СЭИП фончĕн президентне, Мускаври Писательсен союзĕн председательне, 10 çул хушши Пĕтĕм Раççейри Васильев вулавĕсене пысăк пулăшу панӑ Сергей Александрович Филатова (вилнĕ хыççăн) наградăланă. С.А. Филатов Борис Васильев ывăлне писатель çуртĕнче музей уçма сĕннĕ, пулăшнă. Кăçал çак ырă пуçару пурнăçа кĕчĕ. Унсăр пуçне Б.Л. Васильевпа С.А. Филатова асăнса халалланă мероприятисем вăхăтĕнче Вырăс писателĕсен союзĕн правленийӗ Борис Васильевăн ывăлне Петр Васильева асăннă медальпе чысларĕ. Петр Васильев Союза тата А.Н. Аринина çакăн пек медаль çирĕплетнĕшĕн тав турĕ.
Июнь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Борис Васильев ячĕллĕ «Чысшăн, паттăрлăхшăн тата кăмăл-сипетшĕн» медале Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, И.С. Максимов-Кошкинский ячĕллĕ Чăваш халăх театрĕн режиссерĕ Владимир Евгеньевич Егоров Б.Л. Васильевăн культура еткерлĕхне анлă сарнăшăн («А зори здесь тихие» спектакле чăвашла лартнăшăн тата Васков тĕп рольне вылянăшăн) тата Чăваш Республикин халăх артисчĕ, театр актерĕ, режиссер, преподаватель, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ чăваш филологипе культура факультечĕн доценчĕ, «А зори здесь тихие» повеçе чăвашла куçарнăшăн Иван Иванович Иванов илме тивĕçрĕç.
А.Н. Аринин, С.А. Филатов тата Б.Л. Васильев тĕлпулусенче обществăна социаллăрах, халăха кăмăл-сипет енчен тасарах тăвасси ҫинчен час-часах сÿтсе явнă. Çак тĕллевпех Вырăс писателĕсен союзĕпе Кăмăл-сипетĕн вырăс академийĕ йĕркеленнĕ те. Борис Львович «лейтенант прозин» никĕсне хывнă пулсан, хальхи писатель-фронтовиксем ăна малалла тăсаççĕ.
Вырăс писателĕсен союзĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсене те пулăшу парас ĕçре тÿпе хывать – квадрокоптерсемпе тепловизорсем туянма укçа-тенкĕ пухать, гуманитари пулăшăвĕ пуçтарать. Çавӑн пекех чылай вӑхӑт хушши вăл тата Кăмăл-сипет вырăс академийĕ салтаксем валли онлайн-концертсем ирттереççĕ, вĕсен чун хавалне çĕклес тĕллевпе сăвăсем вулаççĕ, паттăрсем хăйсене Тăван çĕршывĕнче çĕнтерÿпе кĕтнине туйччăр, ăнланччăр теççĕ.
Светлана ЛУКИЯНОВА.
Мускав облаçĕ.

Вырăс писателĕсен союзĕ  Борис Васильев медальне çирĕплетнĕ
Вырăс писателĕсен союзĕ  Борис Васильев медальне çирĕплетнĕ
Вырăс писателĕсен союзĕ  Борис Васильев медальне çирĕплетнĕ
Вырăс писателĕсен союзĕ  Борис Васильев медальне çирĕплетнĕ
Вырăс писателĕсен союзĕ  Борис Васильев медальне çирĕплетнĕ
Вырăс писателĕсен союзĕ  Борис Васильев медальне çирĕплетнĕ
Вырăс писателĕсен союзĕ Борис Васильев медальне çирĕплетнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: