Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Сентябрӗн , 12:10

Владимир Путин Ĕпхÿре тата Пушкăртстанра пурăнакансене тĕп хула 450 çул тултарнă ятпа саламланă

Иртнĕ эрнере, август уйăхĕн 31-мĕшĕнче, Ĕпхÿ хули хăйĕн черетлĕ çавра çулне паллă турĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Ĕпхÿре тата Пушкăртстанра пурăнакансене тĕп хула 450 çул тултарнă ятпа саламланă.

Владимир Путин Ĕпхÿре тата Пушкăртстанра пурăнакансене тĕп хула 450 çул тултарнă ятпа саламланă
Владимир Путин Ĕпхÿре тата Пушкăртстанра пурăнакансене тĕп хула 450 çул тултарнă ятпа саламланă

«Çакăн пек асра юлмалли юбилей кунĕнче хулан пуян историне, Ĕпхÿ хулине хăйсен тухăçлă та пархатарлă ĕçĕсемпе, наукăпа пултарулăхри çитĕнÿсемпе тата спортри çĕнтерÿсемпе чапа кăларнă хăвăрăн паллă ентешĕрсене аса илме хистет.

Хула хăйне евĕрлĕ сăнне упраса хăварса малашлăх çине тарăн та анлă пăхни питĕ те пĕлтерĕшлĕ. Унăн экономики тата социаллă сфери хăвăрт аталать, паянхи кун ыйтакан пысăк технологиллĕ производствăсем уçăлаççĕ, çĕнĕ шкулсемпе театрсем, культура çурчĕсемпе стадионсем хута яраççĕ. Паллах, Ĕпхÿре тĕнче шайĕнчи пысăк форумсем, ятлă-сумлă спорт турнирĕсем  йĕркелеме мĕнпур условисем пур. Çак çитĕнÿсем тĕрлĕ халăхсен, тĕнсен тата культурăсен ăнланăвĕ, Ĕпхÿ çыннисен пуçаруллăхĕпе ĕçченлĕхĕ, вĕсем ума тĕллев лартма тата пурнăçа кĕртме пултарни çинче никĕсленнĕ.

Тăван хулана юратни, унăн аталанăвĕшĕн чун-чĕререн тăрăшни, Пушкăртстан тата пĕтĕм çĕршыв ырлăхăшĕн тÿпе хывни сире малашне те ÿсĕмсем тума пулăшса пырасса шанса тăратăп», - тенĕ президентăн салам çырăвĕнче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: