+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Инаугураци церемонине БСТ, Россия 24, Башкортостан 24, UTV, Вся Уфа телеканалсемпе кăтартĕç. Çавăн пекех Юлдаш радиостанципе итлеме пулĕ. Регион Пуçлăхĕн социаллă сечĕсенчи Контактра тата Одноклассникинче пăхма та май пур.
Церемони 10.00 сехетре пуçланать.
Ку таранччен регион ертÿçи пулнă Радий Хабиров иртнĕ суйлавра 80,21 процент сасă пуçтарни çинчен «Урал сасси» хаçат маларах пĕлтернĕччĕ. Уншăн пурĕ республикăри 1,724 млн суйлавçă сасăланă. Суйлава 72,34 процент суйлавçă хутшăнма кăмăл тунă.
Юрий СНЕГОПАД.