Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Октябрӗн , 09:35

2025 çулта Раççей çыннисем мĕнле канасси паллă

Раççей правительствин председателĕ Михаил Мишустин 2025 çулта канмалли кунсене урăх вăхăта куçарни çинчен калакан постановление алă пусса çирĕплетнĕ.

2025 çулта Раççей çыннисем мĕнле канасси паллă
2025 çулта Раççей çыннисем мĕнле канасси паллă

Канмалли тата ĕçлемен уяв кунĕсенче ĕçлекен çынсен канăвне вырăнлă та тĕрĕс йĕркелес тĕллевпе РФ правительстви 2025 çулта çак канмалли кунсене урăх куна куçарма йышăннă:

- январь уйăхĕн 4-мĕшне, шăмат куна, май уйăхĕн 2-мĕшне эрне куна;

- январь уйăхĕн 5-мĕшне, вырсарни куна, декабрь уйăхĕн 31-мĕшне юн куна;

- февраль уйăхĕн 23-мĕшне, вырсарни куна, май уйăхĕн 8-мĕшне кĕçнерни куна;

- март уйăхĕн 8-мĕшне, шăмат куна, июнь уйăхĕн 13-мĕшне эрне куна;

- ноябрь уйăхĕн 1-мĕшне, шăмат куна, ноябрь уйăхĕн 3-мĕшне тунти куна.

Çапла вара Раççейре пурăнакансене çитес çул 11 куна тăсăлакан Çĕнĕ çул каникулĕсем тата темиçе вăрăм канмалли кунсем  кĕтеççĕ. Асăннă постановление йышăннине пула эпир çапла канăпăр: 2024 çулхи декабрь уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа 2025 çулхи январĕн 8-мĕшĕччен; февраль уйăхĕн 22-23-мĕшĕсем; март уйăхĕн 8-9-мĕшĕсем; май уйăхĕн 1-4-мĕшĕсем; май уйăхĕн 8-11-мĕшĕсем; июнь уйăхĕн 12-15-мĕшĕсем; ноябрь уйăхĕн 2-4-мĕшĕсем тата 2025 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа 2026 çулхи январĕн 8-мĕшĕччен.

Çитес ĕç эрни, Пушкăртстанра Республика кунне (октябрĕн 11-мĕшĕ) паллă тунине пула, кĕске пулнине асăрхаттаратпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: