Çĕршыв йывăрлăхра чухне, пире тĕрĕсленĕ кунсенче, пĕтĕмĕшле историне асра тытни питĕ те пĕлтерĕшлĕ. Пурте пĕрле пĕрлешсе, пĕр-пĕрин хулпуççи тĕрекне туйсан çеç эпир хамăрăн çурта, Раççее, хÿтĕлеме пултаратпăр.
Пушкăртстаншăн темиçе ĕмĕр тĕрлĕ халăхсемпе тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем килĕшÿпе пурăнни çак уявшăн уйрăмах хаклă. Паянхи кун умри çăмăлах мар вăхăтра пирĕн пĕрлĕх тата та çирĕпленчĕ, вăйлăланчĕ. Республика - Раççей тĕрекĕ, çапла пулнă, малашне те пулĕ.
Пушкăртстанра мĕнпур пурăнакансене – ĕç çыннисене, çар çыннисене, чăн-чăн патриотсене – çывхарса килекен Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп», - тенĕ хăйĕн социаллă сечĕсенче Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров.