Пур хыпар та
Общество
27 Декабрӗн 2024, 11:05

Пушкăртстанра 26 кĕпере йĕркене кĕртеççĕ

Çул-йĕр хуçалăх управленийĕн ертÿçи Ришат Рафиков БСТ телеканалăн брифингĕнче пĕтĕм республикăри кĕперсене юсас ĕç мĕнле пыни çинчен каласа панă.

Пушкăртстанра 26 кĕпере йĕркене кĕртеççĕ
Пушкăртстанра 26 кĕпере йĕркене кĕртеççĕ

Управлени кĕперсене юсас тата вĕсене хăпартас ĕçсене илсе пырать. Вĕсен шучĕ 1040 танлашать. Çулсерен 10-15 кĕпере йĕркене кĕртеççĕ. Паянхи кун 26 объект ĕçре.

Программа хăни Тутарстанпа Пушкăртстана çыхăнтаракан паллă кĕпер çинчен каласа панă:

- Эпир кăçал масштаблă проект пурнăçлама тытăнтăмăр. Паянхи куна кивĕ кĕпере сÿтнĕ. Халĕ технологиллĕ тăкăрлăка йĕркелес енĕпе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех тĕревсене тума пикеннĕ. Строительство ĕçĕсене 2024 çулхи тăваттăмĕш кварталта вĕçлĕç.

Çавăн пекех чиновник Бурай районĕнчи Быстрой Танып шывĕ урлă хывнă кĕпер çинчен каласа панă. Хальхи вăхăтра унта понтон кĕпер ĕçлет.

- Халĕ унта вăхăтлăха тунă кĕпер, паянхи кун унăн проектне тăваççĕ. 2025 çул пуçламăшĕнче монтаж ĕçĕсене тума тытăнатпăр. Çавăн пекех строительство икĕ çула тăсăлĕ- ăнлантарса панă Ришат Рафиков.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: