Пур хыпар та
Общество
12 Кӑрлач , 10:30

2025 çулта Пушкăртстанра мĕнпур кивелсе çитнĕ лифтсене улăштарĕç

Çĕнĕ çулта республикăри нумай хваттерлĕ çуртсенче кивелсе çитнĕ, усă курмалли срокĕ иртнĕ мĕнпур лифтсене çĕннисемпе улăштарма палăртатпăр тесе пĕлтернĕ ПР Çуртсене тĕпрен юсакан фонд. Пурĕ 231 çуртра 620 çĕнĕ лифт вырнаçтармалла.

2025 çулта Пушкăртстанра мĕнпур кивелсе çитнĕ лифтсене улăштарĕç
2025 çулта Пушкăртстанра мĕнпур кивелсе çитнĕ лифтсене улăштарĕç

Лифтсен тата ытти çĕкленмелли-анмалли хатĕрсен эксплуатаци срокĕ 25 çулпа танлашать, ун хыççăн вĕсене улăштармалла. Анчах та 1990-2000 çулсенче укçа-тенкĕ çитменнине пула çак çирĕплетнĕ нормăна чылай çĕрте пăхăнман. Çĕнĕ лифтсем хăтлă, паянхи самана ыйтнине тивĕçтеркен тата хăрушсăрлăхлă пулĕç.

Тĕп юсав фончĕ кăçал тума палăртнă ĕçсен пĕр пайне иртнĕ çулах пурнăçланине пĕлтернĕ. Ку вăл 23 çуртри 78 лифтпа танлашать. Çакă лифтсене планпа улăштарма палăртнинчен ĕçсене маларах тума май парать.

Сăмах май, çакна та асăнса хăвармалла – Пушкăртстанра 2025 çула çуртсене тĕпрен юсамалли ĕç планне çирĕплетнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: