Пур хыпар та
Общество
25 Кӑрлач , 09:40

Пушкăртстанăн транспорт министрĕ пулма Любовь Минакована çирĕплетнĕ

ПР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн ведомствине малашне Любовь Минакова министр ертсе пырĕ. Маларах вал министр тивĕçĕсене пурнăçланă. Январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ çакна хăйĕн указĕпе çирĕплетнĕ.

Пушкăртстанăн транспорт министрĕ пулма Любовь Минакована çирĕплетнĕ
Пушкăртстанăн транспорт министрĕ пулма Любовь Минакована çирĕплетнĕ

Любовь Минакова 1981 çулта Анадырь хулинче çуралнă. Санкт-Петербургри патшалăх политехника университетĕнче «экономист» квалификаципе аслă пĕлÿ илнĕ. Вăл çул-йĕрпе транспорт компанийĕсенче тата ĕç тăвакан власть органĕсенче ĕçлесе пысăк опыт пухнă. 2022 çулхи апрель уйăхĕнчен пуçласа 2024 çулхи май уйăхĕччен ПР транспорт тата çул-йĕр хуçалахĕ министрĕн çумĕ пулнă. 2024 çулхи май уйăхĕнчен министр тивĕçĕсене пурнăçланă.

Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла, иртнĕ çул наци проекчĕпе усă курса республикăра 211 çухрăм ытла автоçула юсаса çĕнетнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: