+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Чи нумай ÿпкелешÿсене Ĕпхÿ, Çтерлĕ хулисенче, Пелепей районĕнче, Салаватпа Нефтекамскра, Иглин районĕнче, Кумертау хулинче, Бирскпа Туймазă районĕсенче шута илнĕ.
Республикăн тĕп хулинче жалобăсен шучĕпе Киров, Октябрьски тата Советски районĕсем малта пыраççĕ. Ĕпхÿ хулинчи Советски районĕнче транспорт хатĕрĕсене кирлĕ те ункайлă вырăна лартманнипе юр тасатас ĕçре чăрмавсем кăларса тăратнине палăртмалла. Çак пулăма ытти хуласенче те курма пулать. Çавăнпа та водительсен тимлĕрех пулмаллине, обществăлла йĕркене пăсмалла маррине асăрхаттарасшăн.
Юрий СНЕГОПАД.