Пур хыпар та
Общество
27 Кӑрлач , 15:50

Çывăх вăхăтра Белорецк «Ĕçре хастарлăх кăтартнă хула» ята тивĕçĕ

Январь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин алă пуснă указпа килĕшÿллĕн Ишимбай хулине «Ĕçре хастарлăх кăтартнă хула» ята панăччĕ. Çывăх вăхăтра çак сумлă ята Пушкăртстанри тепĕр хула – Белорецк -  тивĕçмелле тесе пĕлтернĕ правительствăн паянхи оперативлă ларăвĕнче республика ертÿçи Радий Хабиров.  

Çывăх вăхăтра Белорецк «Ĕçре хастарлăх кăтартнă хула» ята тивĕçĕ
Çывăх вăхăтра Белорецк «Ĕçре хастарлăх кăтартнă хула» ята тивĕçĕ

Унăн сăмахĕ тăрăх, çак сĕнÿ пирки Белорецк хула администрацийĕ ПР Патшалăх Пухăвĕ ячĕпе кирлĕ хутсем янă.

«Эпĕ хула влаçĕсен пуçарăвне ырлатăп. Чăн та, Белорецк хулин металлургĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи пирĕн çĕнтерÿшĕн пысăк тÿпе хывнă. Паянхи кун тĕлне  республикăри икĕ хула «Ĕçре хастарлăх кăтарнă хула» ята тивĕçнĕ. Ку вăл – Ĕпхÿ тата Ишимбай. Пирĕн çак енĕпе малалла та ĕçлемелле», - тенĕ Радий Хабиров.

ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев Белорецк влаçĕсенчен сĕнÿ пулнине çирĕплетнĕ, çак ыйтăва çывăх вăхăтра пăхса тухма шантарнă.

Маларах Радий Хабиров РФ Президентне Владимир Путина Ишимбай хулине çакăн пек сумлă ят панăшăн тав тунă.

Юрий СНЕГОПАД.

Çывăх вăхăтра Белорецк «Ĕçре хастарлăх кăтартнă хула» ята тивĕçĕ
Çывăх вăхăтра Белорецк «Ĕçре хастарлăх кăтартнă хула» ята тивĕçĕ
Çывăх вăхăтра Белорецк «Ĕçре хастарлăх кăтартнă хула» ята тивĕçĕ
Çывăх вăхăтра Белорецк «Ĕçре хастарлăх кăтартнă хула» ята тивĕçĕ
Çывăх вăхăтра Белорецк «Ĕçре хастарлăх кăтартнă хула» ята тивĕçĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: