Пур хыпар та
Общество
29 Кӑрлач , 10:37

Чăваш çынни Раççей президенчĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕ пулĕ

«Паттăрсен вăхăчĕ» («Время героев») программăна хутшăннă», Хăюлăх орденне виçĕ хут тивĕçнĕ Александр Тихонов  Атăлçи федераллă округрăн Раççей президенчĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлĕ.

Чăваш çынни Раççей президенчĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕ пулĕ
Чăваш çынни Раççей президенчĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕ пулĕ

Стажировка вăхăтĕнче Александр Тихонов патриотла юхăма аталантарассипе, çавăн пекех СВОна хутшăнакансене адаптаци ирттерес ыйтусемпе ĕçленĕ. Унăн наставникĕ Атăлçи федераллă окургăн Раççей президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров пулнă.

Полномочиллĕ представителĕн çумĕ пулнă май Александр Тихонов ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшмалли ыйтусемпе  ĕçлĕ.

Александр Михайлович  Тихонов 1981 çулта Чăваш  Енри  Елчĕк районĕнчи Тăрăм (Сабанчино) ялĕнче çуралнă. 2005 çулта Хусанти аслă артиллери команда училищинчен, 2019 çулта Михайловски çар артиллери академинчен вĕренсе тухнă.  Ăна Хăюлăх орденĕпе виçĕ хут, Александр Невский тата «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçсемшĕн»  IV степень орденĕсемпе наградăланă.

«Паттăрсен вăхăчĕ» кадрсен программине Владимир Путин иртнĕ çул пуçарнă. Унăн пĕлтерĕшĕ ятарлă çар операцине хутшăннă çынсене аслă шкулсене вĕренме  кĕме тата гражданла специальноçа алла илме пулăшасси.

Çулталăк пуçламăшĕнче асăннă проекта тăсасси пирки пĕлтернĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: