Енчен те мăшăрланакансенчен пĕри ют çĕршыв гражданинĕ е унăн гражданлăх çук пулсан, ЗАГС органĕсем вĕсем çинчен калакан сведенисем тĕрĕслекен çынсен реестрне (реестр контролируемых лиц) кĕнипе кĕменнине тишкерĕç. Тĕрĕслеве мăшăрланма кăмăл туни çинчен ЗАГСа заявлени панă хыççăн пурнăçлаççĕ, çавăн пекех мăшăрланнине çирĕплетекен акта алă пусса çирĕплетнĕ чухне те.
Енчен те авланакан каччă е качча тухакан хĕр тĕрĕслекен çынсен реестра лекнĕ пулсан, çĕнĕ законпа килĕшÿллĕн, ун пек мăшăрсене регистрацилемеççĕ.
Аса илтеретпĕр, тĕрĕслекен çынсен реестрне ют çĕршывсен çыннисем Раççей Федерацинче закона пăхăнмасăр пурăнакансене кĕртеççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.