Пур хыпар та
Общество
9 Нарӑсӑн , 15:40

Синоптиксем Пушкăртстанри çанталăк çинчен пĕлтернĕ

Синоптиксем çывăх вăхăтри виçĕ кунлăх çанталăк прогнозне пĕлтернĕ. Пушкăртгидромечĕ хыпарланă тăрăх, паян республикăра юр çумалла мар, вырăн-вырăнпа тĕтре карса илĕ. Çил çурçĕртен шайлашуллă вĕрет, вăхăт-вăхăтпа кассăн-кассăн пулĕ. Сывлăшри температура кăнтарла -2,-7 градус, тулă- сăртлă вырăнсенче +3.

Синоптиксем Пушкăртстанри çанталăк çинчен пĕлтернĕ
Синоптиксем Пушкăртстанри çанталăк çинчен пĕлтернĕ

Тунти кун, февраль уйăхĕн 10-мĕшĕнче, каллех юр çумĕ. Çил çурçĕр, çурçĕр хĕвел анăç енчен шайлашуллă пулĕ. Сывлăшри температура -5, -10 градуспа танлашĕ, вырăнĕпе -15 çитĕ, кăнтăрла +1, -4.

Ытлари кун, февралĕн 11-мĕшĕнче, юр çумĕ. Çил çÿрçĕртен, çурçĕр хĕвел анăçĕнчен шайлашуллă вĕрмелле. Сывлăшри температура çĕрле -4, -9 градус пулмалла, кăнтăрла 0, -5.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: