Пур хыпар та
Общество
18 Нарӑсӑн , 17:05

Пушкăртстанра 19 çыннăн вилнĕ ÿтне тупнă

Иртнĕ çул тĕрлĕ сăлтавсене пула çухалнă хыççăн республикăра 19 çыннăн вилнĕ ÿтне тупнă. ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби çирĕплетнĕ тăрăх, 2024 çулта Пушкăртстанра 124 çухалнă çын тĕлĕшпе официаллă шырав ĕçĕсем ирттернĕ.

Пушкăртстанра 19 çыннăн вилнĕ ÿтне тупнă
Пушкăртстанра 19 çыннăн вилнĕ ÿтне тупнă

«Вĕсенчен 49-не сывă тупнă, 19-шĕ вилнĕ. Тепĕр 59-не паянхи кун та шыраççĕ», - тенĕ ведомствăра.

Килтен тухса кайма çынсене мĕн хистет-ха? Полицейскисем тĕп сăлтавсен шутне кил-çуртра, çемьере  хирĕçÿ-харкашу пулни тата çывăх çынсемпе пĕр чĕлхе тупайманни тесе çирĕплетеççĕ. Чылай чухне çул çитмен ачасене шырама тÿр килет, мĕншĕн тесе вĕсем çемьере хирĕçнĕ хыççăн хĕрÿленсе килтен тухса тараççĕ.

2025 çул пуçланнăранпа регионта 22 çын çухалнă пулнă. Хальхи вăхăт тĕлне пурне те полицейскисем, çăлавçăсем тупнă, хăшĕ-пĕрисем хăйсемех тăван килĕсене таврăннă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: