Пур хыпар та
Общество
22 Мартӑн , 12:43

Инвалидсене билет туянма çăмăлланĕ

Cусăр пассажирсене поезд билечĕсене туянасси ансатрах пулĕ. РФ Правительстви  постановлени проектне кăларнă.

Инвалидсене билет туянма çăмăлланĕ
Инвалидсене билет туянма çăмăлланĕ

РФ Транспорт министерствинче ăнлантарса панă тăрăх, халĕ сусăр çын валли вакунра ятарлă вырăнлă билет илес тесен çăмăллăх паракан справка тăратмалла тата касса ĕçченне е перевозчик сайтне СНИЛС номерне пĕлтермелле.

Раççейри инвалидсен обществи çĕнĕлĕхе ырланă. Вăл çăмăллăхпа усă курма çеç мар, ятарлă вырăнсемпе тĕллевсĕр усă курассинчен те хăтарĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: