+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Ейÿ лару-тăрăвĕ мĕнле аталанни, республикăри юхан шывсенче шыв шайĕ мĕнле хăвăртлахпа хăпарни, енчен те сирĕн çурта шыв хупăрласа илсен мĕн тумалли, сирĕн ялăр прогноз тăрăх ейÿ зонине лекнипе лекменни, влаçсем инкеке сирсе яма хатĕррипе хатĕр марри çинчен брифинг вăхăтĕнче хурав илме пулĕ. Унта Пушкăртстанри профильлĕ министерствосемпе ведомствосен ĕçченĕсем хутшăнаççĕ.
Тÿрĕ эфир БСТ телеканалпа тата телеканалăн, Пушкăртстанăн республикăри управлени центрĕн, правительствăн социаллă сечĕсенче март уйăхĕн 25-мĕшĕнче 19 00 сехетре пуçланать.