Ăна обществăра тĕрлĕ преступленисемпе закона хирĕçле ĕç туни çинчен калакан пĕлтерÿсене Раççей гражданĕсенчен, ют çĕршыв çыннисенчен тата гражданлăх илменнисенчен йышăнма тата шута илме йĕркеленĕ. Çав шутра РФ шалти ĕçсен органăсенче ĕçлекенсемпе пулса иртнĕ пăтăрмахсем те кĕреççĕ.
Мĕнпур информацине асăннă телефонпа дежурнăй йышăнать. Пĕлтерÿсене кашни кунах регионти Шалти ĕçсен министерствин ертÿçисем пăхса тухса хак параççĕ. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн шăнкăрав тăвакан патне почта урлă хурав çитереççĕ.
Сайра хутра, çавăн пекех документсемпе материалсем пирки тĕрлĕ ведомство тытăмĕсене запрос тунă чухне çеç шăнкăравлаканăн ыйтăвĕ çине хурав парасси тăсăлма пултарать. Анчах та 30 кунра ытла мар. Кун пирки пĕлтерÿ ярса паракана маларах асăрхатараççĕ.
Сăн ÿкерчĕк vk.com/mvdporespublikebashkortostan страницăран.