Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
6 Майӑн 2025, 13:00

Пушкăртстанри ĕçпе тивĕçтерекен ярмăрккăра пилĕк çĕре яхăн çын ĕç тупнă

Пушкăртстанра Раççейри ярмăрккă пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республикăра пурăнакан 500 яхăн çын ĕç тупнă. Çакăн çинчен регионти Ĕç министерствинче пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри ĕçпе тивĕçтерекен ярмăрккăра пилĕк çĕре яхăн çын ĕç тупнăПушкăртстанри ĕçпе тивĕçтерекен ярмăрккăра пилĕк çĕре яхăн çын ĕç тупнă
Пушкăртстанри ĕçпе тивĕçтерекен ярмăрккăра пилĕк çĕре яхăн çын ĕç тупнă

«Проффест. Работа России. Время возможностей» Ĕçпе тивĕçтерекен пĕтĕм Раççейри ярмăрккăн регионти тапхăрĕнче 1034 ĕçпе тивĕçтерекен (работодатель) хăйсен вакансийĕсене тăратнă. Шутласан çакă Пушкăртстанри компанисенчи 16 пин ĕç вырăнĕпе танлашать.

 Çемье, ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Ленара Иванова çак йышши мероприятисем ĕçсĕр çынсене кăна мар,  хăйсен сферинче усăллă çыхăнусем шыракансене, çĕнĕ проектсемпе тата ĕçпе тивĕçтерекенсемпе кăсăкланакансене те илĕртнине пĕлтерет.

- Ĕçпе тивĕçтерекен ярмăрккăсене хутшăнни ĕçлекенсене карьера картлашки тăрăх хăпарма та пулăшать. Вăл ĕçтешсене суйламалли усăллă инструмент шутланать. Çак майпа республикăри компанисем 484 специалиста ĕçе йышăннă, - каласа панă вăл.

Ĕç министрĕ республика Пĕтĕм Раççейри ĕçпе тивĕçтерекен ярмăрккăн федераллă тапхăрне (вăл июнь уйăхĕн 27-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршывĕпе иртĕ) хатĕрленме пуçлани çинчен те хушса каланă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас