

Республика ертÿçин указĕпе килĕшÿллĕн, пĕрремĕш акапуç уявĕсем май уйăхĕн 31-мĕшĕнче Авăркас, Пишпÿлек, Зилаир, Бурзян, Кармаскалă, Кугарчă, Çтерлĕ, Калтасă, Янаул тата Чишма районĕсенче иртĕç.
Июнь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Зианчура, Нуриман, Хайбулла районĕсенчи сабантуйсене кайса курма пулĕ.
Июнь уйăхĕн 7-мĕшĕнче сабантуйсем Абзелил, Архангел, Аскин, Бакалă, Баймак, Бирск, Дюртюли, Ермеккей, Караидель, Кушнаренко, Мелеуз, Мияки, Çтерлĕпуç, Ĕпхÿ, Чекмагуш районĕсенче иртĕç.
Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче акапуç уявне Элшей, Балтач, Пелепей, Белокатай, Благовар, Благовещенск, Бурай, Давлекан, Дуван, Иглин, Илиш, Киги, Краснокамск, Мечетлĕ, Татăшлă, Учалă, Федоровка тата Шаран районĕсенче йĕркелĕç.
Июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче сабантуйсене Туймазă, Салават, Буздяк тата Мишкин районĕсенче ирттерĕç.
Июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Сабантуй Куюргазă районĕнче пулĕ.
Июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче акапуç уявне Гафури тата Ишимбай районĕсенче палăртĕç.
Пушкăртстанри чи юлашки Сабантуй июль уйăхĕн 19-мĕшĕнче Белорецк районĕнче иртĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.