Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
18 Июнӗн 2025, 11:00

Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитнӗ

Паянхи кун Чăваш Енĕн Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлса кайнăранпа 5 çул çитрĕ. Вӑл 2020 ҫулхи июнь уйăхĕн 18-мӗшӗнче Питӗрти больницӑра чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ун чухне Михаил Васильевич 58 ҫулта пулнӑ.

Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитнӗМихаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитнӗ
Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитнӗ

Вӑл республикӑна 2010-2020 ҫулсенче ертсе пынӑ. 2020 ҫулхи январь уйăхĕн 29-мӗшӗннчеРФ Президенчӗ ӑна шанчӑкран тухнӑ тесе Элтепер должноҫӗнчен кӑларнӑ. Ҫав ҫулах Михаил Васильевич РФ Аслӑ судне президент йышӑнӑвне хирӗҫлесе тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл вилсен ӗҫе чарса лартнӑ, анчах Михаил Игнатьевӑн мӑшӑрӗ тавӑҫа тепӗр хут панӑ. Апла пулин те Аслӑ суд йышӑнӑва улӑштарман.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас