-19 °С
Пӗлӗтлӗ
Илемлĕ кунсен шутне куç кĕскиллĕ е палиндромлă (цифрăсене малтан тата хыçалтан пăхсан та симметриллĕ курăнни) датăсене кĕртеççĕ.
25.07.2025 хисеп пуçра çăмăл асра юлать тата аса илме кăмăллă пулнине палăртаççĕ çамрăксем. Пушкăртстанри Юстици патшалăх комитечĕ паян, июль уйăхĕн 25-мĕшĕнче, 623 машăр çемье çавăрма палăртнине пĕлтернĕ.
Маларах, кăçал куç кĕскиллĕ кунра (25.02.2025) республикăра 143 мăшăр пĕрлешнине асăнса хăвармалла.
Юрий СНЕГОПАД.