Пур хыпар та
Общество
31 Августӑн 2025, 11:00

Раççейре çĕнĕ хисеплĕ ят пулĕ

Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин «Раççей Федерацин тава тивĕçлĕçлĕ карап тăваканĕ» («Заслуженный работник судостроения Российской Федерации») сумлă ята çирĕплетесси çинчен калакан указа алă пуснă.

Раççейре çĕнĕ хисеплĕ ят пулĕ
Раççейре çĕнĕ хисеплĕ ят пулĕ

Асăннă наградăна професси тĕлĕшĕнчен пысăк ăсталăх кăтартакан профильлĕ организацисен рабочийĕсене, инженерипе техника тата наука ĕçченĕсене, çавăн пекех отрасле аталантарас ĕçре тăрăшакан специалистсене параççĕ.

Çак хисеплĕ ята 20 çултан кая мар ĕç стажĕллĕ тата ведомство наградисем пур çынсем тивĕçме пултараççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас