Пур хыпар та
Общество
22 Сентябрӗн 2025, 18:00

Муниципалитетсенчи кил-çуртсенче ăшă пама пуçлĕç

Çак кунсенче хуласенчи хваттерсенче ăшă пама тытăнĕç.

Муниципалитетсенчи кил-çуртсенче  ăшă пама пуçлĕç
Муниципалитетсенчи кил-çуртсенче ăшă пама пуçлĕç

Сибайра çуртсене хутса ăшăтмалли вăхăт çитнĕ. «БашРТС» компанин пресс-служби медицина тата социаллă учрежденисене, шкулсене, ача сачĕсене, культура объекчĕсене ăшă пама пуçласси çинчен пĕлтенрнĕ. Çакăн пек йышăнăва хула пуçлăхĕ çирĕплетнĕ. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсенче те унта пурăнакансем  ыйтнипе ăшă пама пуçлĕç.

Сентябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче  Туймазă районĕнчи çуртсенчи батарейăсем те ăшăнма  тытăнĕç тесе пĕлтернĕ администраци пуçлăхĕ Булат Мусин. Вăл компани управляющийĕсем нумай хваттерлĕ çуртсенче хĕле хатĕрленмелли ĕçсем вĕçленине пĕлтернĕ.

Сăмах май, чи малтан Мелеуз районĕнче ăшă пама пуçланине палăртмалла.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас