Республикăра пĕрремĕш юр çунă. Вăхăтлăха шур кавирпе витĕнĕ тавралăха тÿрех темиçе районта курма тÿр килни çинчен мессенджерсенче вырăнта пурăнакансем пĕлтернĕ. Сăмахран, иртнĕ çĕрле Белорецкпа Баймак районĕсенче тата Сибай хулинче çĕнĕ юр "хуçаланнă" .
Пушкăртстанри хăш-пĕр районсенче юр çунă
Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, çывăх кунсенче регионта йĕпе юр çумалла. Сывлăшри температура çĕрле -3, -8 градус пулмалла, кăнтăрла - +3,+8 градус.