Малалла вара - паянхи самана стилĕпе каркасланă кĕнеке çÿлĕкĕ çинче - 4 кĕнеке: Раиса Воробьеван «Çутă ĕмĕтсем», Зоя Сывлăмин «Умри çул», Лидия Ковалюкăн «Тÿпери çăлтăр» поэзи кĕнекисем тата Сергей Павловăн «Тертпе термен» романĕ. Вĕсемпе пуринпе те журнал страницисенче кĕскен паллаштаратпăр. Лидия Ковалюкăн Митта Ваçлейне халалласа çырнă çĕнĕ поэми - «Пулхăр улăп-паттăрĕ е Миттапа калаçни» - туллин пичетленет.
Журналта очерксем валли те вырăн пур: Геронтий Никифоровăн «Аслă çĕнтерÿ - 80 çул» рубрикăпа икĕ очерк пичетленнĕ: «Çапăçура тата ĕçре палăрнă», «Чи чаплă та паха парне» очерксем, Георгий Кульевăн «Манăçми студент çулĕсем» очеркĕ.
Çыравçă сĕтелĕ çинче эпир хальхинче Пушкăртра пурăнакан Микул Ишимбайăн «Шурăмпуç пики» калавне куратпăр. Тĕплĕ ĕçлекен пултаруллă писателĕн чĕлхи сĕткенлĕ те пуян, сăнарлă, сюжечĕ хăй хыççăн илĕртет. Журнала ку хайлав хăйне евĕрлĕх, экзотика сĕмĕ кĕрет.
Чĕмпер чăвашĕсем те тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ 9-мĕш номерте - Николай Ларионов çыравçă Чĕмпĕр Енри вырăс поэчĕсен - Ольга Даранова, Илья Таранов, Елена Кувшинникова, Николавй Марянин, Татьяна Мельник, Татьяна Эйхман, Федор Горобцов сăввисене чăвашла куçарса пичетленĕ.
«Çыравçă мĕншĕн алла калем тытать?» рубрика малалла пырать - Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат «Чăн сăмахăн суйи çук» поэмипе /3-мĕш сыпăк/ паллаштарать. Тĕнче тăрăх таçта та çитсе курнă поэт хăйĕн чун пуянлăхĕпе, пултарулăх лаççипе паллаштарать. Тытăр, вулăр - пĕлме интереслĕ!
Тепĕр кăсăк хайлав - Виктор Чернов çырнă «Йăлăмри ирĕклĕ ĕнесем» тĕрленчĕк. Ирĕкре пурăннă ĕнесене ĕлĕк «турсем» тенĕ. Вĕсем çынсăрах хăйсем тĕллĕн община туса пурăнма пĕлеççĕ иккен. Эпир вара вĕсене патакпа хÿтеретпĕр. Паянхи кун, шухăшлăр-ха! - ялсенче ĕнесемпе лашасем сахаллансах пыраççĕ, çынсем килте тытмаççĕ ĕнтĕ вĕсене, фермăсене, пысăк комплекссене хупса лартнă….
Ольга Шĕнерпи «Сарпике» поэма сĕнет. Ырламалла çеç ку поэта çакăн пек чипер хайлавшăн.
Паллă литературовед, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Георгий Федоров хÿхĕм поэт та, «Эй, мăнтарăн хир мулкачи» роман авторĕ те. Вăл çуралса ÿснĕ ялта - Çĕмĕрле районĕнчи Тăванкасра çак кунсенче ун ячĕпе асăну палăкĕ уçрĕç. Кĕске репортаж хатĕрлерĕм.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитрĕ. Çавна май институт историйĕ çинчен тĕплĕ калаçу пулĕ. Уявран хатĕрленĕ репортаж тата ЧПГĂИ директорĕнчен, филологи ăслăлăхĕсен докторĕнчен Юрий Исаевран илнĕ интервьюна вулама сĕнетпĕр.
Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Родионов чăваш халăхĕн историне чĕлхе палăкĕсем урлă кăтартать - «Хунсемпе авалхи тĕрĕксен сăвă-сăмахлăхĕ» тĕпчев статйинче - çĕнĕ шухăш-курăм. Орхонпа Енисей тăрăхĕнчи руна палăкĕсене тĕпчет автор.
«Ытарлă та ăслă сăмахсем» статья (авторĕ - филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Николай Осипов) Чăваш халăх поэчĕн Николай Исмуковăн «Искандер тĕкĕрĕ» историллĕ романне вуласа тухсан пуçа килнĕ шухăшĕсемпе паллаштарать.
Арсений Тарасов Степан Лашман çуралнăранпа 130 çул çитнĕ май хатĕрленĕ «Кăвак хуппи уçăличчен» очеркĕнче писателĕн йывăр шăпине чуна витермелле сăнласа кăтартать.
Кил хуçи хĕрарăмĕсем валли «Тĕрĕ пултăр парне» илемлĕ ÿкерчĕк те пур.
Людмила САЧКОВА.
Шупашкар хули.