Тăтăшах паракан малтанхи пилĕк ыйту шутне çулсемпе, обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртессипе, пурăнмалли коммуналлă çурт-йĕрпе, строительствăпа тата архитектурăпа, çавăн пекех социаллă пулăшу парассипе çыхăннă ыйтусем кĕнĕ. Çак темăсемпе ыйтусем чылай нумай килнĕ.
Аса илтеретпĕ, ноябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче 19 00 сехетре Радий Хабировпа тÿрĕ лини иртет. Пушкăртстанра пурăнакансем хăйсен ыйтăвĕсене ПР Пуçлăхĕн сайтĕнче ятарлă пайра, МАХ наци мессенджерĕнчи чат-бот, «Телеграмри» чат-бот, «ВКонтакте» чат-бот, «Одноклассники» чат-бот урлă тата «Госуслуги.Решаем вместе» сервис урлă пама пултараççĕ. Видеоыйтусене 2025 çулхи ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕччен, 19 00 сехетчен, йышăнаççĕ. Çынсем мĕнпур ыйтусем çине, çав шутра тÿрĕ эфира тухманнисем те кĕреççĕ, тулли те анлă хурав илĕç.
Юрий СНЕГОПАД.