Пур хыпар та
Общество
9 Ноябрӗн 2025, 16:00

Шупашкара сасӑлавра ҫӗнтерме пулӑшӑр!

Хальхи вӑхӑтра «Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ» халӑх сасӑлавӗ пырать. Октябрь уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар унта пиллĕкмӗш вырӑн йышӑннӑ, малта пыракан Нальчикрен 54,2 пин сасӑ каярах пынӑ.

Шупашкара сасӑлавра ҫӗнтерме пулӑшӑр!
Шупашкара сасӑлавра ҫӗнтерме пулӑшӑр!

Унтанпа лару-тӑру вӑйлах улшӑннӑ. Халӗ Шупашкар танлаштарӑмра – 2-мӗш вырӑнта, Нальчикрен 11,3 пин сасӑ кая юлса пырать. Тӗп хуламӑр кашни сехетре сасӑсем самай пухса пырать.

Шупашкара ҫӗнтерме пулӑшӑр! Сасӑлав ҫулталӑк вӗҫлениччен пырать. Тӑван хуламӑршӑн ҫак каҫӑпа сасӑлама май пур: https://город-россии.рф/.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас