-19 °С
Пӗлӗтлӗ
Республикăн тĕп хулинче Салават Юлаев палакĕ вырăнĕнче статуйăн çутă проекцине туса пĕтерни çинчен хула мэрĕ Ратмир Мавлиев пĕлтернĕ.
«Хальлĕхе Салават Юлаев палăкĕ ăста специалистсен аллинче. Эпир палăк вырăнĕ пушă пулмалла мар тесе шутларăмăр. Ту айăккинче унăн проекцийĕ çуна пуçларĕ. Вăл Шуратăл юханшывĕн çыранĕнчен питĕ лайăх курăнать», - тесе çырнă социаллă сетьсенче хула пуçлăхĕ.
Маларах Пушкăртстан Пуçлăхĕпе Радий Хабировпа иртнĕ Тÿрĕ лининче Салават Юлаев палăкне мĕнле реконструкци тунине кăтартнăччĕ.
Юрий СНЕГОПАД.