Кăçалхи май уйăхĕнче Нефтекамск хулипе Краснокамск районĕн суд приставĕсем нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакан 46 çулхи хĕрарăм тĕлĕшпе пурнăçа кĕртмелли ĕç пуçарнă. Пĕр хваттерте, 48 тăваткал метр çинче, кил хуçипе пĕрле 40 кушак, 30 йытă тата ула курак пурăннă. Куршĕре пурăнакансем çакна пула подъездра лайăх мар шăршă сарăлать тесе ÿпкелешнĕ. Çĕрле чĕр чунсен сасси стена витĕр илтĕннĕ. Тăватă ураллă тусĕсене хĕрхенсе вĕсенчен уйрăлаймасăр хĕрарăм кÿршĕри çынсем çинчен пачах та маннă – вĕсемпе тĕл пулса калаçма кăмăлĕ пулман, хутшăнăва кĕмен, тарса çÿренĕ.
Суд тивĕçлĕ йышăну тунă - хваттере йĕркене кĕртме, чĕр чунсене пурăнмалли хваттертен илсе тухма тата дезенфикци тума хушнă. Çак ĕçе пурнăçлама ăна 30 кун панă. Анчах та хĕрарăм хушнине палăртнă тапхăртра тума васкаман. Çакăн хыççăн ăна административлă майпа явап тыттарма йышăну кăларнă. Хваттер хуçине суд йышăнăвне вăхăтра пурнăçа кĕртменшĕн патшалăх хыснине укçа тÿлеттернĕ. Çавăн пекех суд приставĕсем тăватă ураллă чĕр чунсене приютсене вырнаçтарнă, ула курака уçă сывлăша кăларса янă.
Юрий СНЕГОПАД.