Йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕршыв пуçлăхĕ Владимир Путин тÿрĕ эфирта иртсе пыракан çулăн пĕтĕмлетĕвĕсене тăвать тата журналистсемпе Раççей гражданĕсен ыйтăвĕсем çине хуравлать.
Кашни çынах хăйĕн ыйтăвне программăн сайчĕ moskva-putinu.ru (москва-путину.рф), СМС тата ММС çыхăну (сообщение) урлă 0-40-40 номерпе тата 8-800-200-40-40 телефонпа пама пултарать.
Раççей президентне паракан ыйтусен текстне тата видеоматериала «ВКонтакте», «Одноклассники» социаллă сетьсем урлă та яма май пур. Программăн официаллă ушкăнĕсем - vk.com/moskvaputinu тата ok.ru/moskvaputinu. Унсăр пуçне МАХ мессенджерĕнчи max.ru/moskvaputinu чат-ботпа усă курма пулать.
Ыйтусене декабрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче 15 00 сехетрен пуçласа «Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем Владимир Путинпа пĕрле» программа вĕçлениччен йышăнаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.