Ĕпхÿри «Контур. Маркет» аналитика сервисĕ 587 пин чек пăхса тухнă хыççăн Пушкăртстанра 2025 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа декабрь çурриччен шампань эрехне туянасси иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 45% чакнине пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах унăн хакĕ 3% чакнă, 0,7 литршăн 576 тенке çитнĕ.
Çав хушăра регионта виски ытларах туянма пуçланă – туянусен шучĕ 7% ÿснĕ, хакĕ 4% чакнă, 0,7 литршăн 2010 тенкĕпе танлашнă.
Пушкăртстанра çулталăкра эрех хакĕ 20% ÿснĕ, çур литршăн 555 тенке çитнĕ. Çав вăхăтра ăна туянасси 47% чакнă. Сăра хакĕ 20% чакнă, çур литршăн хакĕ 258 тенкĕпе танлашнă (кунта тĕрлисем кĕреççĕ, крафт сăрасем те).
Хĕрлĕ эрех хакĕ республикăра çулталăкра 8% ÿснĕ, унăн хакĕ 1088 тенке çитнĕ, ăна туянасси 35% чакнă. Коньяк 6% хаклăланнă, çур литршăн 711 тенке çитнĕ, суту-илÿ 59% чакнă.
Республикăра пĕтĕмĕшле алкоголь хакĕ 1% ÿснĕ, туянасси 39% чакнă.