Пур хыпар та
Общество
10 Кӑрлач , 13:00

Пушкăртстанра çуртсене тĕпрен юсассипе йышăннă программăна пурнăçланă

Республикăра 2025 çулта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе йышăннă программăпа килĕшÿллĕн 692 çуртра 761 ĕç туса ирттернĕ тесе пĕлтернĕ  ПР Тĕп юсав ĕçĕсен фончĕ. Пĕтĕмĕшле çăк ĕçсене пурнăçа кĕртме 5,3 млрд тенкĕ тăкакланă.

Пушкăртстанра çуртсене тĕпрен юсассипе йышăннă программăна пурнăçланă
Пушкăртстанра çуртсене тĕпрен юсассипе йышăннă программăна пурнăçланă

Юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ чухне 272 çуртăн тăррине, 71 çуртăн умне (фасадне), 61 çуртăн шыв пăрăхĕсемпе унпа çыхăннă агрегатсене,  46 çуртăн таса мар шывсем юхса тухакан пăрăхĕсене, 26 çуртăн ăшăпа тивĕçтерекен хатĕрĕсене, 38 çуртăн электричество хатĕрĕсен сечĕсене, 15 çуртăн газ пăрăхĕсене çĕнĕтнĕ. Çавăн пекех 232 çуртра 623 лифт улăштарнă.

Сăмах май, нумай хваттерлĕ çуртсене юсас ĕçсене халăхран пуçтарнă укçа-тенкĕпе çеç пурнăçламаççĕ, ун валли хыснаран та чылай нухрат уйăраççĕ. Çавăнпа та малашне Пушкăртстанра бюджетран килекен пулăшăва уйăрнă чухне çĕнĕлĕхсем кĕртме палăртаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас