Пур хыпар та
Общество
14 Кӑрлач , 19:00

2026 çул Пушкăртстанра Пысăк тата туслă çемье çулталăкĕ пулĕ

Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене Çĕнĕ çулпа саламланă май çак çулталăка çемьесене халаллама сĕнĕ.

2026 çул Пушкăртстанра Пысăк тата туслă çемье çулталăкĕ пулĕ
2026 çул Пушкăртстанра Пысăк тата туслă çемье çулталăкĕ пулĕ

- Пирĕн Президент 2026 çула Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Пĕрле чухне çеç эпир кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултаратпăр. Республикăна тата çĕршыва малашне хăватлăрах та ăнăçлăрах тăвăпăр.

Çĕнĕ çул чăн малтан çемье уявĕ шутланать. Ача сассиллĕ туслă та  телейлĕ çемье вăл – пирĕн тĕрев, пурнăçри вăй-хăватăн тĕп çăлкуçĕ пулса тăрать.

Тĕрĕссипе, Пушкăртстанпа Раççей те нумай нациллĕ пысăк çемье. Çавăнпа та 2026 çула республикăра Пысăк тата туслă çемье çулталăкĕ тума сĕнетĕп», - тенĕ Радий Хабиров хăйĕн салам текстĕнче.

Республикăн управлени центрĕнче иртнĕ правительствăн оперативлă канашлăвĕнче регион ертÿçи Правительствăна Пысăк тата туслă çемье çулĕн планне хатĕрлеме хушнă. Унта çемьен ырă йалисене тата сывă пурнăç йĕркисене çирĕплетес енĕпе йĕкелекен мероприятисем кĕрĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас