Кунта чи кирли - страхлав стажĕ 15 çултан, уйрăм пенси коэффициенчĕсем (ИПК) 30 единицăран кем мар пулни. Ведомствăра çавăн пекех хушма çăмăллăхсене ятарлă условисенче маларах пенсие тухнă граждансен категорийĕ тивĕçнине те аса илтернĕ. Çапла майпа 1963 çулта çуралнă, 42 çултан кая мар тăрăшнă арçынсем, 1968 çулта çуралнă ĕç стажĕ 37 çултан кая мар хĕрарăмсем пенсие маларах тухма пултарĕç.
Уйрăм сферăсенче тăрăшакан категорие кĕрекен çынсем срокран иртерех тухĕç. Вĕсен шутне вĕрентекенсем, медицина ĕçченĕсем, театр тата концерт организацийĕсен артисчĕсем, ятарлă условисенче тăрăшакан професси çыннисем кĕреççĕ.
Çакна та асра тытмалла, асăннă çынсем ятарлă çăмăллăхлă стажа пилĕк çул каярах ĕçлесе илнĕ пулмалла, унсăрăн маларах пенсие ямĕç.
Нумай ачаллă аннесем тивĕçлĕ канăва иртерех кайма тивĕç.
Пилĕк е ытла ача çуратнă хĕрарăмсем 50 çулта, тăватă ача амăшĕсем тивĕçлĕ канăва 56 çулта, виçĕ ача амăшĕсем 57 çулта кайма пултараççĕ.
Кунта нумай ача амăшĕсенчен чи кирли – чи пĕчĕк страхлав стажĕ 15 çултан тата уйăм пенси коэффициенчĕ 30 балран кем мар пулмалла.