Пур хыпар та
Общество
22 Кӑрлач , 16:00

Мордовинче пурăнакан юр айне пулнă автомобильсене чавса кăларма хатĕр

Саранск хулинчи пĕр арçын хĕллехи юрлă-тăманлă çанталăкра ĕçлесе тупăш илмелли май тупнă. Вăл пĕлтерÿсен сайтĕнче «Сирĕн автомобилĕре юр айĕнчен чавса кăларма пулăшатăп» текен пĕлтерÿ вырнаçтарнă.

Мордовинче пурăнакан юр айне пулнă автомобильсене чавса кăларма хатĕр
Мордовинче пурăнакан юр айне пулнă автомобильсене чавса кăларма хатĕр

Пуçаруллă арçын хулан кирек хăш районне те çитме пултарать тесе çырнă «Известия Мордовии» сайт. Çак ĕçшĕн 500 тенкĕ тÿлемелле пулать. Çак сервис кирек камшăн та усăллă та вырăнлă, енчен те «хурçă ут» хуçи хăй алла кĕреçе тытса пилĕкне авас мар тесен, юр тасатакана тара илме питĕ те ансат.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас