Дина Махмудовна Çтерлĕ хулинче çуралнă. Вăрçăн йывăр та тертлĕ çулĕсенче вăл колхозра ĕçленĕ, ун хыççăн педагогика училищинче тата университетра пĕлÿ илнĕ. Хĕрарăм 40 çул ытла вĕрентекен пулса тăрăшнă, тивĕçлĕ канăва Ĕпхÿри 8№ шкултан кайнă. Кунта вăл чылай çул хушши ачасене географи предметне вĕрентнĕ.
Мăшăрĕпе Дина Махмутовна икĕ ача çуратса çитĕнтернĕ, тĕрĕс воспитани панă. Паянхи кун юбиляршăн тăватă мăнукпа пилĕк кĕçĕн мăнук саванăç парнелекенсем пулса тăраççĕ. Вĕсем ун валли чун ăшшине те,тимлĕхне те уйăрма мехел çитереççĕ. Нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн çулĕсемпе çĕр çула çывхарса пыракан кинемей «Ĕç ветеранĕ», «Тыл ĕçченĕ» ятсене тивĕçнĕ.
Çуралнă кун ячĕпе Раççей Президенчĕ Владимир Путин салам çырăвĕ тата асăнмалăх парне янă.
Юрий СНЕГОПАД.