Иртнĕ çул регионти Суту-илÿ министерствин потребительсен прависене хÿтĕлекен уйрăм специалисчĕсем Пушкăртстанра пурăнакансенчен 800 ыйту йышăннă. 154 çăхав хут çинче, 246-шĕ хĕрÿ лини телефонĕпе, 400-не харпăр тĕл пулусемпе Ĕпхÿри суту-илÿ центрĕсене тата нумай функциллĕ центрсене консультацисене тухса çÿренĕ чух йышăннă.
Çынсем иртнĕ çул ытларах таварсен начар пахалăхне ÿпкелешнĕ: ыйтусен 56% килти техника, мобильлĕ хатĕрсем, сĕтел-пукан тата тумтир юрăхсăр пулнипе çыхăннă.
Суту-илÿри пĕтĕм çăхавсенчен 11,1 проценчĕ пахалăхсăр апат-çимĕçпе çыхăннă. Çăмăллăхсен сферинче регионта пурăнакансем çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, обществăлла апатлану, укçа-тенкĕ организацийĕсене, йăлари сервис тата халăха пулăшмалли ытти организацисен ĕçĕпе кăмăллă пулман.
Çăхавсен пысăк пайĕ коммуналлă пулăшу кÿрессипе – 5,5% тата юсав ĕçĕсемпе - 6,1% çыхăннă. Çăхав çыракансен 2,2 процентне кафепе ресторансен ĕçĕ тивĕçтермен, банксен ĕçĕпе 2,3 процент килĕшмен.
– Пирӗн ӗҫ ҫӑхавсене пӑхса тухнипе çеç ҫырлахмасть, - хушса каланă регионти суту-илÿ министрĕ Азат Аскаров. – Эпир ҫынсен право пӗлӗвне ӳстеретпӗр, тӑтӑшах тематикăллă хӗрӳ линисем, потребительсем валли семинарсем, ҫавӑн пекех тухса ҫӳремелли консультацисемпе онлайн-тӗл пулусем ирттеретпӗр.