Пур хыпар та
Общество
16 Нарӑсӑн , 16:00

Ленара Иванова Пушкăртстан ĕç министрĕн пуканне пушатнă

Пушкăртстан Республикин çемье, ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Ленара Иванова ПР Патшалăх Пухăвне ĕçлеме куçать. Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров правительствăн паянки канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

Ленара Иванова Пушкăртстан ĕç министрĕн пуканне пушатнă
Ленара Иванова Пушкăртстан ĕç министрĕн пуканне пушатнă

Ленара Хакимовна  асăннă министерствăна 15 çул ытла ертсе пыни паллă. Парламентра вăл законсем çырса хатĕрлесипе ĕçлĕ. Радий Хабиров экс-министра  тава тивĕçлĕ ĕçшĕн тав тунă тата награда парса чысланă.

«Кашни ир эпĕ хамăн ĕç пулĕмне кĕнĕ чух ĕçшĕн Турра тав тăваттăм, мĕншĕн тесен çак ĕçре çынсен пурнăçне çăмăллатма пултаранă. Çак çулсенче  мĕнпур вăйран тăрăшрăм, тен, тепĕр чухне ытлашши хĕрÿленни те пулнă-тĕр. Пурнăçа кĕртни нумай пулнă – пире кураççĕ, хисеплеççĕ тата федералсен шайĕнче пулăшаççĕ. Паллах, нумай пуçарусем республика Пуçлăхĕ çынсен нушисене шута илнипе çуралнă. Кунта сусăр çынсен координаци канашне, «Чăрмавсене çĕмĕрсе» («Ломая барьеры») курав форумĕ йĕркелени, «Салют» центр туса лартни, «Пушкăрт вăрăм ĕмĕрлĕхĕ» проект ĕçлеме пуçлани кĕрет. Çаксем пурте Пушкăртстанăн визит карточки шутланаççĕ. Ĕçрен кайнă май эпĕ хам хыççăн вăйлă команда хăваратăп, вăл кирек мĕнле ыйтăва та татса пама пултарать», - тенĕ Ленара Иванова.

Юрий СНЕГОПАД.

Редакцирен. Малашне ПР Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерствăна Ольга Кабанова ертсе пырĕ. Вăл асăннă ведомствăрах минстрăн пĕрремĕш çумĕ пулса ĕçленĕ.

«Эстафетăна йышăнăр та ĕçе пуçăнăр», - тенĕ регион ертÿçи Радий Хабиров ăнăçу сунса.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас