Пур хыпар та
Общество
19 Нарӑсӑн , 10:00

Пушкăртстанра «Кадрсем» наци проекчĕпе тÿлевсĕр çĕнĕ професси илме пулать

«Работа России» платформа çинче малтанхи 1000 курс уçăлнă, вĕсен шутне  паянхи кун çивĕч кирлĕ 186 професси те кĕнĕ.

Пушкăртстанра «Кадрсем» наци проекчĕпе тÿлевсĕр çĕнĕ професси илме пулать
Пушкăртстанра «Кадрсем» наци проекчĕпе тÿлевсĕр çĕнĕ професси илме пулать

Пушкăртстан Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă «Кадрсем» наци проекчĕн витĕмĕпе кадрсене çĕнĕрен хатĕрлекен тÿлевсĕр программăсене заявкăсем йышăнма пуçланă.

«ПР Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министрăн пĕрремĕш çумĕ Юрий Мельников палăртнă тăрăх, иртнĕ çул республика профессие çĕнĕрен алла илессипе малтисен шутне кĕнĕ:  виçĕ пине яхăн çын çĕнĕ ĕçе вĕреннĕ.

Унсăр пуçне, ятарлă çар операцине хутшăннă çар çыннисем хăйсен опычĕпе мирлĕ пурнăçра усă курмалли хушма профессисене алла илме пултарнă. Вĕсен хушшинче киберхăрушсăрлăх специалисчĕсем, веб-приложенисене хатĕрлекенсем, ИТ- тестировщиксем пур.

Хăйсен хăнăхăвĕсене аталантарма тата çĕнĕ профессие алла илме ĕçсĕр граждансем те, предприятире ĕçлекенсем те пултараççĕ.  Паянхи кун сварщик, токарь, çĕвĕç, web-програмист, информаци хăрушсăрлăхĕн специалисчĕ, 1С платформа хатĕрлекенĕ, эскурсовод тата электромонтер çивĕч кирлĕ профессисем шутланаççĕ.

Иртнĕ  çул анлă сарăлнисен шутне искуствăлла ăс-хакăл специалисчĕ, чирлисемпе ватăсене пăхма пулăшакан, хими анализĕн лаборанчĕ, кĕçĕн медицина сестри, çĕвĕç, закройщик, 1С программист тата няня  профессийĕсем кĕнĕ. Заявкăна «Работа России» сайтра пама пулать. Унта хутшăнакансем  профориентаци консультацийĕ иртеççĕ, карьера специалисчĕсемпе калаçаççĕ.  Çакă ĕçе вырнаçма шанчăка ÿстерет.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас