Пур хыпар та
Общество
20 Нарӑсӑн , 15:00

Пушкăртстанра ют чĕлхепе çырнă вывескăсемпе усă курма чарĕç

Март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре вывескăсем тата пурăнмалли вырăнсене кăтартакан пĕлтерÿ хăмисем хатĕрлес ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртĕç. Ытларах улшăнусем усă куракан тулаш информацине кириллица чĕлхипе çырасси çине куçарнипе çыхăннă.

Пушкăртстанра ют чĕлхепе çырнă вывескăсемпе усă курма чарĕç
Пушкăртстанра ют чĕлхепе çырнă вывескăсемпе усă курма чарĕç

Малашне вывескăсене, магазинсемпе  йала пулăшăвĕн сферинчи табличкăсене  вырăсла çырмалла пулать. Пурăнмалли комплекссен ячĕсене пур çĕрте те кириллицăпа  çеç çырмалла. Маларах хута янă, паянхи кун усă куракан ятсене улăштарма кирлĕ мар, вĕсем çаплах юлаççĕ.

«Республикăсем вырăнти патшалăх тата Раççей Федерацинчи ытти халăхсен чĕлхисемпе (наци чĕлхипе) çырма пулараççĕ. Çав вăхăтрах унăн тексчĕ вырăс чĕлхипе çырнă тектпа пĕр пек пулмалла. Ют чĕлхепе çырни вырăсли çумне хушса çырнă шайра çеç пулма пултарать. Фирма ячĕсене ют чĕлхепе регистраци иртнĕ вырăнта тавар паллине, ĕçри паллăсене  ют чĕлхепе çырма  чару çук», - тенĕ ПР Пашалăх Пухăвĕн-Курултайăн председателĕ Константин Толкачев.

Парламент спикерĕ çакă икĕ тĕллеве пурнăçлама май панине палартнă. Пĕрремĕшĕ – пурнăç практикипе (информаци çĕршывра пурăнакансемшĕн пуриншĕн те ăнланмалла пулать), тепри воспитани ĕçĕпе (кириллица хулара пурăнакансене тăван чĕлхепе культурăна хисеплеме хăнăхтарĕ, латиницăна пула тăван чĕлхерен сивĕнесине сирсе яма пулăшĕ) çыхăннă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас