- Эпĕ Амина Ивниевнăна питĕ этеплĕ (порядочный) çын тата тухăçлă ĕçлекен министр тесе шутлатăп. Вăл 12 çул хушши хăйĕн тивĕçне пурнăçлать. Вун тăватă çул пĕр ĕçре тăрăшни пирĕн культура тата унăн институчĕсем, культура тытăмĕсем аталаннă тапхăрпа çыхăннă. Вăл культура министерствине ертсе пынипе пысăк ĕçсем тунă, - тенĕ Радий Хабиров.
Çавăн пекех вăл çул çитмен ачаллă хĕрарăм тĕлĕшпе тытса хупмалли мера йышăннине те ăнланмалла мар йывăр лару-тăру тесе пĕлтернĕ.
- Пулса иртни маншăн йывăр та ăнланмалла мар пулăм. Эпĕ яланах пĕр япалана çирĕплететĕп – следстви ĕçĕсем пĕтĕмпех уçăмлă кăтартса парĕç, суд кирлĕ пек йышăну тăвĕ. Çапах та çул çитмен ачаллă хĕрарăма арестлемелле пулнине ниепле те ăнланаймастăп, - палăртнă республика Пуçлăхĕ.
Регион ертÿçи правительствăн пĕрремĕш вице-премьерне Урал Кильсенбаева министр ĕçĕсене туса пыма кандидатура суйлама сĕннĕ. Çавăн пекех правительствăна Амина Шафикован çемйине пулăшу парас тĕллевпе унăн çывăх çыннисемпе çыхăнма ыйтнă. Кирлĕ пулсан хăй ятĕнчен ходатайство çырма хирĕç маррине те пĕлтернĕ.
Аса илтеретпĕр, Мускав хулин Басман район сучĕ иртнĕ кĕçнерни кун, февралĕн 19-мĕшĕнче, Пушкăртстан культура министрне Амина Шафикована апрелĕн 17-мĕшĕччен следстви изоляторĕнче тытса усрама йышăну тунă. Ăна патшалăх «укçине салатса янăшăн» («растрата») тата «пысăк виçепе взятка илнĕшĕн» статьясемпе айăплаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.