+1 °С
Пӗлӗтлӗ
«Малта мартăн 8-мĕшĕ – хĕрарăмсен уявĕ. Районсемпе хуласен пуçлăхĕсене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ кунне халалланă мероприятисем ирттерме хушатăп. Вĕсене районсен аталанăвне тÿпе хывакан хĕрарăмсене йыхравлăр. Салтак амăшĕсене, мăшăрĕсене чĕнĕр, тав тăвăр», - тенĕ Радий Хабиров правительствăн канашлăвĕнче.
Астутаратпăр, çуркуннехи пĕрремĕш ĕç эрни виçĕ канмалли кунпа вĕçленĕ. Пушкăртстанра пурăнакансем Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ витĕмĕпе хушма канмалли куна тивĕçĕç.
Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.
Инга АЛЕКСЕЕВА.