

Тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ ролик авторне часах тупса палӑртнӑ. Каччӑна Шупашкарти 1-мӗш полици участокне илсе килнӗ. Ун тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Каччӑ каҫару ыйтнӑ, никама та кӳрентерме шутламаннине каланӑ – ҫакна видео ӳкернӗ. Административлӑ ӗҫе миравай суд пӑхса тухӗ.
Аса илтерер: 2025 ҫулхи август уйăхĕн 26-мӗшӗнченпе республикӑра БПЛАсем тапӑннине ӳкерме, видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарма юрамасть.
Чăваш халăх сайчĕ.
Редакцирен. Пушкăртстанра та çакăн пирки чару мери йышăннă. Енчен те закона хирĕçле ĕç тусан административлă ĕç пуçарма пултараççĕ, штраф тÿлеттереççĕ. Унăн виçи уйрăм çынсем валли 3 пин тенкĕрен пуçласа 5 пине çити, дожноçри çынсемшĕн – 10-30 пин, предприятисемпе фирмăсемшĕн – 100 -500 пин тенкĕ.