Урал сасси
+15 °С
Облачно
Общество
27 Мая , 05:00

Хамăрăн сумлă поэтăмăра чыслатпăр

Ырӑ кун пултӑр, хисеплӗ йӑхташӑмӑрсем. Паян вилӗмсӗр "Нарспи" поэмӑн авторӗн, чӑваш литература классикӗн Кӗҫтенттин Ивановӑн ҫуралнӑ кун.

Хамăрăн сумлă поэтăмăра чыслатпăрХамăрăн сумлă поэтăмăра чыслатпăр
Хамăрăн сумлă поэтăмăра чыслатпăр

 Май  уйӑхӗн 27-мӗшӗ - чӑваш тӗнчишен тӗлӗнмелле паллӑ культура пулӑмӗ анчах мар, ҫамрӑк ӑрӑва кӗнеке хаклӑхӗпе илемлӗ литература ҫинчен аса илтерни те, тӑван чӗлхепе вулама илӗртни те.

 Паян Шупашкарта Константин Васильевич çуралнăранпа 136 çул çитнине  халалласа питӗ кӑмӑллӑ мероприятисем иртӗҫ:12 00 сехетре (Мускав вăхăчĕпе) унăн палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хурӗҫ, унăн ячӗпе хисепленекен театрӑн сенкер залӗнче (16 00 сехетре) Пушкӑртстан Республикинче Слакпуҫ ҫӑлкуҫӗсенчен вӑй илсе ӳснӗ, Чӗмпӗрти И.Я. Яковлев уҫнӑ чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ сӑвӑҫ хайлавӗсене вулакансен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрĕ пурне те "Нарспи" спектакле курма йыхравлать. Икӗ хутчен кӑтартӗҫ пысӑк ӗҫе. Вӑл кӑнтӑрла пӗр сехетре тата каҫхине 18 30 сехетре пуҫланать.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас