Урал сасси
+18 °С
Облачно
Общество
17 Июня , 11:30

Ĕпхÿ хĕрарăмĕ XVIII ĕмĕрти йĕтре тупнă

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан Надежда Оленева хăйĕн пахчинче авалхи артиллери снарячĕ тупнă. Çĕр лаптăкне чавнă чухне унăн кĕреçи айне тупă йĕтри (ядро) лекнĕ. Унăн диаметрĕ 7,5 сантиметрпа танлашнă.

Ĕпхÿ хĕрарăмĕ XVIII ĕмĕрти йĕтре тупнăĔпхÿ хĕрарăмĕ XVIII ĕмĕрти йĕтре тупнă
Ĕпхÿ хĕрарăмĕ XVIII ĕмĕрти йĕтре тупнă

Хĕрарăм «хаклă парнене» республикăн Наци музейне илсе çитернĕ. Ăсчахсем йĕтрене сахалран та 300 çул каялла туса кăларнă тесе çирĕплетеççĕ. Вăл Пугачев пăлхавĕ вăхăтĕнчи çар хатĕрĕ пулма пултарать. Ун чухне Ĕпхÿ хулине шăпах хупăрланă (осада) вăхăт пулнă. Малашне çак йетре экспозицинче вырăн йышăнĕ тесе пĕлтернĕ музей ĕçченĕсем.

Сăмах май, нумаях пулмасть Киги районĕнче тимĕр ĕмĕрĕ пуçланнă вăхăтра туса хатĕрленĕ хĕç тупнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Ĕпхÿ хĕрарăмĕ XVIII ĕмĕрти йĕтре тупнă
Ĕпхÿ хĕрарăмĕ XVIII ĕмĕрти йĕтре тупнă
Ĕпхÿ хĕрарăмĕ XVIII ĕмĕрти йĕтре тупнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас