+19 °С
Дождь


Пыл хакĕ ÿснĕ, анчах та тавара туянакансен йышĕ 8 % чакнă. Экспертсем çакă хуртсене хĕл каçарма йывăр пулнипе çыхăнтараççĕ. Мĕншĕн тесе хурт-хăмăр ăстисен çĕнĕ пыл хурчĕсен çемйисене туянма тивнĕ.
Асăннă продукцие йÿнерех хакпа Чăваш Ен, Мари Эл тата Мордови республикисенче (литрне 700 тенкĕпе) туянма пулать. Чи хаклă пыл çурçĕрте – Мурманск, Тюмень облаçĕсенче, Якути Республикинче (литрĕ 1,5 пин тенкĕ ытла тăрать).
Çакна та палăртса хăвармалла, кăçал çуркунне ăшă çанталăка пула Пушкăртстанра пыл хурчĕсем иртерех вăраннă.
Юрий СНЕГОПАД.