

Пишпÿлек район муниципаллă район Канашĕн депутачĕсем район администраци пуçлăхĕ пулма 53 çулхи Александр Александрович Семенова суйланă. Район Канашĕн депутачĕсем унăн кандидатуришĕн пĕр саслă пулса сасăланă.
Çĕнĕ ертÿçĕпе июнь уйăхĕн 30-мĕшĕнче контракт çирĕплетнĕ, çавăнпа та вăл хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пуçланă тесе пĕлтернĕ район администрацин официаллă сайтĕнче.
Справка
Александр Семенов 1973 çулхи июнь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пишпÿлек салинче çуралнă. 2008 çулта ПР Пуçлăхĕ çумĕнчи Пушкăрт патшалăх служби тата управлени академинче «патшалăх тата муниципаллă тытăм» специальноçа алла илнĕ.
Ĕç карьерине 1993 çулта Тури Курмаза (Верхне-Курмаза) ялĕнчи шкулта директортан пуçланă. 2002 çултан пуçласа Пишпÿлек район администрацинче тĕрлĕ должноçра ĕçленĕ: тĕп специалист, пай пуçлăхĕ, çамрăксемпе тата спорт енĕпе ĕçлекен комитет ертÿçи.
2020 - 2025 çулсенче Пишпÿлек ял Канашĕн пуçлăхĕ пулнă. Ун хыççăн ăна Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕн экономика, инвестици политики тата предпринимательство енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шаннă.