

Усман Эскеровпа Дарья Садовская çӗршыври ытти 150 мăшăрпа пӗрле çӗршывăн тӗп сцени çинче официаллă майпа регистраци иртнӗ.Çамрăксем – пулас юристсем, анчах вӗсене професси кăна пӗрлештермест. Вӗсем спортпа туслă, театрсене, музейсене, кинопремьерсене çӳреме юратаççӗ.
Усманпа Дарья чăваш халăх йăли-йӗркине упраççӗ, кашни çулах республикăра иртекен Акатуя хутшăнаççӗ. Шурă кӗпепе хура костюм вырăнне мăшăрсем наци тумне тăхăннă.
Пӗтӗм Раççейри туй фестивалӗ пӗрремӗш хут 2024 çулта Пӗтӗм тӗнчери «Россия» курав-форум шайӗнче иртнӗ, унта 221 çемье чăмăртаннă. 2025 çулта мероприяти «Россия» Наци центрӗнче иртнӗ, унта 206 çемье йӗркеленнӗ.
Сăнӳкерчӗксем cap.ru сайтран