+21 °С
Облачно


Вĕсем Çтерлĕ районĕнчи 31 çулхи хĕрарăм тĕлĕшпе шырав ĕçĕсем пуçарса янă. Республикăри суд приставĕсен служби пĕлтернĕ тăрăх, ача амăшĕн хăйĕн пепкисемшĕн тÿлемелли алиментăн парăм виçи пĕр миллион тенкĕрен те иртсе кайнă.
Ăна Раççей тулашне тухса çÿреме чарнă. Мĕншĕн тесе хĕрарăм суд приставĕсем чĕннĕ çĕре килмен, вăрах вăхăт хушши тарса çÿрет, юлашки вăхăтра пурăннă вырăнта ăна тупайман. Çавăнпа та пÿтсĕр анне тĕлĕшпе, Федераллă суд приставĕсен служби пуçарнипе, шырав ĕçĕсем пуçланă. Малтанхи верси тăрăх, хĕрарăм Тутарстан территорийĕнче пурăнма пултарать.
Юрий СНЕГОПАД.